Министерствӑра ӗҫленӗ ҫын урӑх вырӑна куҫать. Министерствӑра ахаль-махаль пукан йышӑннӑ ҫын пирки мар-ха сӑмахӑмӑр. Министр ҫумӗ пулнӑ Наиля Зинетуллина ӗнертенпе республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче аслисенчен иккӗмӗш шутланнӑскер ӗнертенпе ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Наиля Зинетуллина урӑх ӗҫе куҫассине палӑртнӑ.
Наиля Зинетуллина 1976 ҫулта ҫуралнӑскер. Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствинче (социаллӑ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене маларах ҫав министерство йӗркелесе пыратчӗ. Кӑҫал ҫак икӗ тивӗҫе икӗ ведомствӑна пайласа пачӗҫ) министр ҫумӗнче пӗлтӗртенпе тӑрӑшнӑ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Халӗ «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Валери Туркайпа контракт тӑсманнине сӳтсе яваҫҫӗ, республика шайӗнчи чӑвашла хаҫата ертсе пыма кама шанасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алексей Леонтьев хыҫҫӑн Валери Туркай килсенхиллех хӗрсе кайман-ха тавлашу. Ҫапах та тӑрӑхласа-йӗплесе ҫыракансем те самай.
«Максимов Геннадий пӗрремӗш номерлӗ кандидат! Коллектив Максимова кӑна йышӑнать, ҫакна Иванов министрпа унӑн ҫумӗ Стройкова ӑнланма тивӗҫ», – тесе ҫырать пӗри.
Паян Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун пек наградӑна ҫын ӗҫрен каяс умӗн е кайнипе пӗрле панине кура (ҫак шухӑша сӑнавҫӑсем палӑртаҫҫӗ) ШӖМ пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнне ылмаштарасси пирки тавҫӑрма пулатчӗ.
Челепи облаҫӗнчен килнӗ Сергей Семенов ӑҫта каясси пирки хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче пысӑк та сумлӑ вырӑн кӗтет текен сас-хура та ҫӳрет. Кӗпӗрнаттӑр ҫывӑхӗнчи пуканах вӑл йышӑнма пултарать имӗш. Анчах ку хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине вӑхӑт кӑтартса парӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ.
Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет.
Пур районта та тенӗ пекех администраци ертӳҫисене палӑртнӑ. Чылайӑшӗнче унчченхи пуҫлӑхсемех юлнӑ. Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫеҫ ку должноҫе урӑх ҫынсем йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсем малашнехи ӗҫсем пирки калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗсен умне тӗллев лартнӑ: инвесторсене илӗртмелле. Правительство вара усламҫӑсене ӗҫ условийӗсемпе тивӗҫтерме хатӗррине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех ялсене аталантармалли пирки калаҫнӑ. Ҫынсем ялсене хӑтлӑлатас ыйтӑва яланах ҫӗклеҫҫӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул кун тӗлӗшпе 5 хыснаран 70 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫитес ҫул районсенче 50 ФАП хута ямалла. Ҫавӑн пекех ялсенчи клубсене ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев пуҫлӑхсене ҫӗр участокӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Унран хысна укҫапа мӗнле пуянланасси килет.
К.В. Иванов ячӗллӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ӗнер пӗлтерчӗ.
Аса илтеретпӗр, академи драма театрне хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ятпа Юрий Владимиров ертсе пырать. Маларах вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унчченхи ертӳҫӗне Вадим Ефимова культура министрне лартнӑ хыҫҫӑн Юрий Мефодьевич пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пычӗ.
Сӑмах май каласан, культура министрӗн тивӗҫне халӗ Константин Яковлев пурнӑҫлать.
Конкурс Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 417-мӗш пӳлӗмре чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре иртӗ. Конкурс комиссине ертӳҫӗ пулса культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ертсе пырӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятин Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗнче Г. Гурьев пассажирсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра ҫитерес тӗлӗшпе 1998 ҫултанпа вӑй хурать.
Ӗҫ стажне вӑл Вӑрмарти сельхозхими предприятинчен пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Валериан Гурьевич та хӑй вӑхӑтӗнче районти тӗрлӗ организацире, ҫав шутра АТПра та водительте вӑй хуни пикри вырӑнти хаҫатҫӑсем хыпарлаҫҫӗ.
Геннадий Гурьев хайӗн ӗҫне юратнине, ирхи 5 сехет валли хаваспа кайнине пӗлтерет.
«Вӑрмар-Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус куллен тенӗ пек ҫула тухать.
Шанса панӑ ӗҫе яваплӑхпа, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн Геннадий Валериановича Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Кунпа пӗрлех ӑна «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» 2-мӗш степеньлӗ паллӑпа наградӑланӑ. 2012 ҫулта «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
Хальхи вӑхӑтра чылай районта администраци пуҫлӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вӗсене палӑртса пӗтерчӗҫ. Хӑш-пӗр районта ҫӗнӗ ҫынсем влаҫа килчӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем пирки апла калани вырӑнлах та мар. Район администрацине ертсе пыма пуҫланисем хушшинче унччен те ҫав тытӑмрах ӗҫленисем те пур. Красноармейски район администрацине малашне Сергей Молотков ертсе пырӗ. Унччен ку лава хӗрӗхе те ҫитмен Андрей Шестаков туртнӑччӗ.
1965-мӗш ҫулхи Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен ӗнерхи пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫуралма вӑл Красноармейски районӗнчех ҫуралнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн виҫӗ кандидат кӗрешессине унчченех пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче конкурс иртнӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ирттернӗ.
Аса илтерер: конкурса Юрий Шакеев, Олег Белов тата Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Вӗсемпе кашнипе собеседовани ирттернӗ конкурсҫӑсем комисси пайташӗсем умӗнче Шупашкар мӗнле аталантармалли плансем пирки каласа кӑтартнӑ.
Конкурс комиссийӗ Алексей Ладыков ҫӗнтернӗ тесе йышӑннӑ. Уншӑн 11-ӗн сасӑланӑ. Депутатсен пухӑвӗ юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре иртӗ. Унта тӗплӗ йышӑну тӑвӗҫ.
«Хыпар» Издательство ҫуртӗнче каллех улшӑнусем. Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ку таранччен директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Валерий Владимирович Туркай юлашки кун ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР информаци политикипе массӑлла коммуникацисен министрӗ Александр Иванов алӑ пусса уведомлени янӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Туркая контракт тӑсса паман.
Паян «Хыпар» Издательство ҫуртне министр ҫумӗ килнӗ. Коллектива пухса директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫынпа паллаштарнӑ. Вӑл хыпарҫӑсемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар ӗнтӗ. Ку тивӗҫе хальлӗхе Михаил Михайлович Арланов пурнӑҫлӗ. Унччен вӑл коммерци директорӗ пулнӑ.
Пухура «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ертӳҫине суйламашкӑн конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ирттерсе, ҫӗнӗ хуҫана палӑртса уйӑх ҫурӑ та иртӗ. Ҫапла хальлӗхе «Хыпар» Издательство ҫуртне Михаил Арланов ертсе пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |